Мăнуксемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:12 Просмотров: 60

Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Ильнар Абейдуллин тыл ĕçченне, нумай ача амăшне Бибисара Тумаковăна 95 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

Бибисара Фахретдиновна пурнăç çулне тивĕçлĕн такăрлатать. Çитĕнекен ăрушăн чăннипех те тĕслĕхлĕ вăл.

«Пурнăçра маншăн ĕç тата ачасем малта тăнă»,— тет юбилейçĕ. Ăрăва малалла тăсаканĕсем ĕçлĕхлĕ çитĕннĕ вĕсен. Пурте килĕшекен професси илнĕ. Çемьеллĕ. Асаттепе, асанне, кукаçипе кукамай та пулма ĕлкĕрнĕ.

Бибисара Фахретдиновна вара ялти чи пуян асанне, ватă асанне теме те пулать. Унăн 22 мăнукпа 40 кĕçĕн мăнукĕ ÿсет. Юбиляршăн «Тăван çĕршывăн 1941-1945 Аслă вăрçă çулĕсенчи пархатарлă ĕçшĕн» медаль те пур. Çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулĕсемпе чысланисем те илем кÿреççĕ кăкăрне. «Медаль материнства», «Материнская слава» орден та тивĕçнĕ ăна.

Эпи 95 çулта пулин те калаçма кăмăллă унпа. Çывăх çыннисем çителĕклĕ тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Тĕп киле час-час килсе çÿреççĕ тăвансем.

Пурнăçа юратать хисеплĕ ватă. Кашни куна савăк кăмăлпа кĕтсе илет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ырă канашсем парать. Тăванĕсемпе телефонпа çыхăну тытать.

Юбилей ячĕпе саламласа ăна ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, ăнăçу сунчĕç. Пурнăçра пухнă ырă тĕслĕхĕ, анне ăшши чылайăшне хавхалантарнине палăртрĕç.

Ялти культура çурчĕн директорĕ Миндания Якушева вара саламласа кăмăла ирĕке яма май паракан савăк юрăсем шăрантарчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика