Техника паркĕ çĕнелет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:10 Просмотров: 81

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем, уйрăм çынсем «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан патшалăх пулăшăвĕпе техника базине пуянлатсах пыраççĕ. Çулталăк вĕçĕнче аграрисем ытларах усă куракан «Беларус 82.1» трактор хутшăнчĕ. Ăна Татмăшри Венера Антонова фермер хуçалăхĕ туянчĕ.

Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов фермер хуçалăхĕн паркĕ те çĕнелчĕ. Вăл 9 метрлă жаткăллă комбайн илнĕ.

Округĕпе иртнĕ çул çĕнĕ 71 техника хутшăннă. Ун шутне тракторсемпе комбайнсем, снегоходсемпе квадрациклсем, погрузчиксем кĕреççĕ.

Техникăна субсидилени хуçалăхсене сахал йышпах пысăк ĕçсене пурнăçлама, лайăхрах ĕçлеме май паракан пулăшу пулчĕ.

Сергей САФЬЯНОВ, патшалăх техника надзорĕн округри инспекци начальникĕ

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика