Ишлĕри шкул-сад хăйĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе пуян. Çутă, асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă унта. Эпир Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă выпускниксене манмастпăр. Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ, вĕсем пирĕн асăмăрта яланлăхах юлаççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 26 СВО паттăрне асра тытса вĕсен ячĕпе парта уçнă, 15 салтак çурчĕ çине çăлтăр çапнă.
Александр Семенова асра тытса кунта Паттăр парттине уçрĕç.
Александр 1999 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче Ульяновка ялĕнче çуралнă. Ачаранах хастар пулнă. Спорта килĕштернĕ. Çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ.
2015 çулта Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне çул тытнă. Унта та Саша тăрăшулăхпа палăрнă.
2018 çулта парашютпа десант полкĕпе контракт çырнă. Сиринче пулнă. Професси ăсталăхĕшĕн чыславсене те тивĕçнĕ.
2022 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче инженерпа сапер ротине мобилизациленнĕ. 2023 çулта наградăна тивĕçнĕ. Октябрĕн 18-мĕшĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Кайран ăна «Паттăрлăх» орденĕпе наградăланă.
Паттăр парттине уçни çитĕнекен ăрушăн та ырă тĕслĕхлĕ. Вĕсем яланах пирĕнпе юнашар, чапĕ вара истори страницине çырăнса юлĕ.
Валентина МЕШКОВА
Февраль 2026 |
