Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ашшĕсем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тăракансен ачисем валли савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Аслисем çитĕнекен ăру патне тимлĕх уйăрнине çирĕплетнĕ.
Ачасем Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле юрă картине тăнă, сăвăсем каланă. Пурте парнеллĕ пулнă. Куçĕсенче савăнăç çиçнĕ.
Вĕсен кăмăлне тупма волонтерсем, вĕрентекенсем, спонсорсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Кашнийĕ Çĕнĕ çулта пĕр-пĕрне сывлăх суннă, паттăрсене чăтăмсăррăн çĕнтерÿпе киле таврăнасса кĕтнине палăртнă.
х х х
Çĕнĕ çул кирек кам та кĕтменлĕх кĕтет. Ачасем вара пушшех те, вĕсем парнешĕн савăнаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ывăл-хĕрне савăнăç кÿресси вара пирĕн тивĕç те. Çавна шута илсе муниципалитет округĕнчи шкул çулне çитмен 21 тата вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан 63 ачана «Уют» (пĕрлешÿ директорĕ И. Кисеев), «Булат» (И.Абдулвалеев), «Стройкомфорт» (М.Алимов), «Энергострой» (И.Маков), «Каскад» (А.Куртлюков), акционерсен» Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн ертÿçи П.Ялуков пылак кучченеçсемпе савăнтарчĕç. Вĕсене сумлă лару-тăрура пачĕç, çитĕнекен ăрăва сывлăх, ăнăçу, çитĕнÿ сунчĕç, ашшĕсем çук чухне амăшĕсем патне ытларах тимлĕх уйăрма сĕнчĕç.
Çемье пуçлăхĕсем паян Тăван çĕршыва сыхлаççĕ, пуç çийĕнче мирлĕ тÿпе пултăр, теççĕ. Вĕсемпе ывăл-хĕрĕн мухтанмалăх пурах.
х х х
Çĕнĕ çул асамлă юмах пекех. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 4 б класĕнче вĕренекенсемшĕн те çавăн евĕрех пулчĕ. Уява кĕтсе илме хатĕрленсе вĕсем сĕтел хушшине ларнăччĕ. Çитĕнекен ăрăва 88-мĕш бригадăра тăракан салтаксен парни çитрĕ. Вĕсене ачасем патне «Топор» позывнойпа çÿрекен Сергей илсе килнĕ. Класс ертÿçишĕн те, вĕренекенсемшĕн те кĕтменлĕх пулнă парне.
Хăйсен аллипе ăсталанă Чебурашка ачасене питĕ килĕшнĕ. Вĕсем аслисене ăнăçу суннă.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
