2026 ÇУЛĂН кăрлач уйăхĕ мăшăрлă çемьесен юбилейĕсемпе те пуян. Акă, 15 асаттепе асанне, кукаçипе кукамай 50 çул пĕрле пурăннине палăртать.
Нăрваш Шăхалĕнчи Федорпа Нина Ермолаевсем, Шăнкăртамри Ринатпа Гелбану Билаловсем, Патăрьелĕнчи Марияпа Александр Тарасовсем, Шăнкăртамри Минреиспа Феридя Земдихановсем пĕрлешнĕренпе 55 çул, Анат Туçари Михаилпа Любовь Плешковсем, Кивĕ Ахпÿртри Феоктистпа Мария Арлановсем, Шăнкăртамари Равильпе Зейтуна Сулеймановсем 60 çул çитнине паллă тăваççĕ. Ырлăхпа, сывлăхпа кун кунлакансен малашне те килĕшÿре пурăнмалла пултăрах.
Февраль 2026 |
