Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнипе çыхăнтарса Раççей шайĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут пулнă. Конкурса Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ Представительстви, регионти «Чăваш культурин обществи» обществăлла организацийĕ, «Мускаври национальноçсен Çурчĕ» патшалăх учрежденийĕ йĕркелеççĕ.
Мероприяти тĕллевĕ Раççей Федерацийĕн тĕп хулинче, регионĕсенче тата ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе культурине упраса усрасси, малалла аталантарасси, çамрăксене, çитĕнекен ăрăва Константин Васильевич пултарулăхĕ патне явăçтарасси, ăста вулакансене палăртасси, хавхалантарасси, наци культурипе чĕлхе пуянлăхне вырăна хума вĕрентесси пулса тăрать.
Кăçалхи тупăшăва Константин Иванов пултарулăхне мала хуракан вĕренекен, студент тата аслă çулхи 140 çын хутшăннă. Конкурса пурĕ 9 регионтан явăçнă. Вĕсем пурте «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуланă.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 а класра вĕренекен Аделия Салиховăпа (пĕрремĕш вырăн) Денис Кузнецов (иккĕмĕш вырăн) çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Тÿресем вĕсен актер пултарулăхне мала хунă, чĕлхене тĕплĕн пĕлнĕрен сăмахĕсем уççăн янăранине палăртнă, шалти туйăмĕсене эмоци шайĕнче кăларса итлекенсене тыткăна илме пултарнă-мĕн.
Наталия ПУТЯКОВА, театр кружокĕн ертÿçи
Август 2026 |
