Муниципалитет округĕнчи Туçари вăтам шкул 185 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çакă вĕренÿ çурчĕн истори страницисене уçма май пачĕ. Вăл регионти культура эткерлĕхĕн уйрăлми пайĕ шутланса тăрать.
Юбилей ячĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ, çак шкулăн 1986 çул выпускникĕ Эмир Бедертдинов саламларĕç (сăн ÿкерчĕкре юбилей саманчĕ).
Шкул историйĕ 1840 çулта çырăнма пуçланă. Кунта пуçламăш халăх училищи уçăлнă. Унтанпа сахал мар улшăну пулнă. Паян шкул стенисем çĕршывшăн, республикăшăн мăнаçлăх пулса тăракан выпускниксене асра тытаççĕ. Йышра Совет Союзĕн икĕ Геройĕ, виçĕ Социализмла Ĕç Геройĕ, спортсменсем, культура тата искусство ĕçченĕсем пур.
Ку чухне шкул инновациллĕ проектсене пурнăçа кĕртсе тата тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнса хăйĕн хастарлăхне ÿстерсех пырать. Вăл «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федераци Президенчĕн грантне тивĕçнĕ, «Çулталăк шкулĕ» республика конкурсĕнче «Шкул — ял управçи» номинаципе палăрнă.
«1971 çулта хута янă шкул çурчĕ тĕпрен юсав ыйтать. Çавна май ăна муниципалитет округĕн 2030 çулчченхи комплекслă аталану планне кĕртнĕ. Çĕнетÿ халичченхи йăла-йĕркене тытса пыма, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсене пăхса çитĕнтерме май парасса шанас килет»,— палăртрĕ Рудольф Селиванов.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
