Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем кăмăлсене ан пăсчăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:11 Просмотров: 91

Умра — савăнăçлă та хаваслă Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем. Пĕтĕм çĕршывĕпех ырă та кăмăллă улшăнусем илсе килессе кĕтекен уявсем вырăнсенче пăтăрмахсăр, лăпкă лару-тăрура иртсе кайччăр тесен чăн малтанах кашни çыннăн пушар е ытти пăтăрмах сиксе тухасран асăрханасси тĕп вырăнта пулмалла.

Елка уявĕсенче, корпоративсенче, çынсем йышлă пулакан ытти мероприятисенче мĕнле йĕркесене çирĕп пăхăнмалла-ха? Чăн малтанах учреждени ертÿçи помещенисене, эвакуаци çулĕсене тĕрĕслемелле, пушар хăрушсăрлăх йĕркипе çыхăннă ытти ĕçсемпе тĕплĕн паллашмалла.

Çынсем йышлă пулакан культурăллă мероприятисенче ятарлă сертификат çук сутуçăсенчен туяннă электричество хатĕрĕсемпе, гирляндăсемпе, пиротехника изделийĕсемпе, прожекторсемпе, тĕрлĕрен çуртасемпе усă курни синкерлĕх кăтартма пултарать. Уява илем кĕртекен чăрăша та юсавлă, сертификат пур гирляндăсемпе çеç капăрлатмалла.

Çулсеренех Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене пушшех пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ. Чылай чухне çак вăхăтра пушарсен шучĕ те ÿсет. 2024 —2025 çулсенчи уяв кунĕсенче те 5 пушар пулнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ — электрооборудованисене эксплуатациленĕ, кăмакасемпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманни, транспорт хатĕрĕсем юсавсăр пулни. Вут тĕртнĕ тĕслĕх те пур. Çаксене пурин те шута илмеллех. Çавăнпа та Çĕнĕ çулхи вăрăм каникулта пушар ан пултăр, ачасемпе ыттисем вĕсенче инкек ан курччăр тесен профилактика субъекчĕсен, вырăнсенче территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе старостăсен, ытти хастар граждансен хăрушлăха сирес пирки нумай ачаллă, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесемпе, пĕччен ватăсемпе калаçусем ирттермелле,

Ватти-вĕтти ырă кăмăлпа кĕтекен уявсем никама та инкек-синкек, хуйхă-суйлă илсе ан килтĕр.

Владимир ЯКОВЛЕВ, Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика