Мĕнпе асра юлчĕ-ха 2025 çул?

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:10 Просмотров: 91

Анатолий Кольцов, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:

— Чи асра юлаканни вăл эпир волонтерсен ушкăнĕпе, ял халăхĕпе çине тăрсах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарни. Çĕрулми те, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те, сухан та...пама кăмăл турĕç.

Килĕрен тимĕр-тăмăр пухса сутăннă укçапа каллех апат-çимĕç туянса ăсатрăмăр.

Медицина енĕпе илес пулсан Патăрьел муниципалитет округĕнчи Турхан тăрăхĕнчи халăх ыттисемпе танлаштарсан диспансеризацие хастар хутшăнчĕ. Çавна май хăш-пĕр усал шыçă тата сахăр диабечĕн чирĕсене çинерех тупса палăртрăмăр. Сиплеве пуçлама май пулчĕ.

Алина Антонова, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕн ертÿçи:

— Август уйăхĕнче çитĕнекен ăрăвăн республикăри делегацине Мускавра иртнĕ тĕнчери ачасен культура форумне ертсе кайрăм. 12 каччăпа хĕр пулса курчĕ унта. Çак йыша Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕн икĕ воспитанникĕ кĕчĕ. Форума 2000 ытла пултарулăх ăсти хутшăнчĕ. Вĕсем маларах регион шайĕнчи тупăшура çĕнтернĕччĕ.

Венера Хафизова, Тутар Сăкăтĕнчи почта уйрăмĕн начальникĕ:

— Хамăн ĕçпе илес пулсан, округри «Авангард» хаçата çырăнтарассипе хастар ĕçлерĕмĕр. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн ăна 83 çемье илсе тăнă пулсан, тепĕр çула 100 экземпляра яхăн çырăнчĕç.

Çемье савăнăçне те пайлама пулать. Рамиль ывăлăмăр Хусанти автотранспорт техникумĕнчен 4 çул ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн авиаци заводне ĕçе вырнаçрĕ.

Надежда Трофимова, Первомайски участокĕнчи ветеринари ĕçченĕ:

— Тăрăшуллă ĕçĕн хаклавĕ пурах. 55 çулхи юбилей çулталăкĕнче Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пултăм. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçни те асра юлĕ.

Светлана хĕрĕмĕр виççĕмĕш мăнук парнелерĕ.

Юрий Улангин, Татмăшри клуб заведующийĕ:

— Кăçал пирĕн ялта çĕнĕ клуб хута кайрĕ. Библиотека та унтах вырнаçнă. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ ял халăхĕшĕн! Халĕ кунта тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулать.

Бильярдла, шашка-шахматла выляма та май пур. Тĕрлĕ кружокпа секцисен ĕçне çĕнетесшĕн. Çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне тĕллевлĕ ирттерме пултарччăр.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА ыйтса пĕлнĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика