Сывлăх çирĕп, ĕмĕр вăрăм пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:09 Просмотров: 102

Спорт ăмăртăвĕсене 20 пин ытла çын хутшăнать. Вырăнти çĕнтерÿçĕсем Раççей тата тĕнче класлă стартсене тăраççĕ. Пысăк çитĕнÿсем туса 14 çамрăк спорт мастерĕн кандидатне çитрĕ, 24-шĕ пĕрремĕш спорт разрячĕллĕ пулчĕ.

Спорта килĕштерекен çын хăйне сывлăхлă та, тĕреклĕ те туять. Кăмăл-туйăмĕ те çĕкленÿллĕ унăн. Утни-чупни кун-çула та вăрăмлатать. Çакна чылайăшĕ ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки вăхăтра муниципалитет округĕнче пурăнакансем ГТО нормативне пурнăçлассине те хастар хутшăнаççĕ. Ку енĕпе ĕç коллективĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçе сывлăха сыхлас, вĕрентÿ, культура, физкультурăпа спорт сферинче ĕçлекенсем çеç явăçмаççĕ. Вĕсенче вăй хуракансен фестивальне те йĕркелерĕмĕр. Кăçал та муниципалитет округĕнчи 2283 çын ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пулнине çирĕплетрĕ.

Хамăр ĕçе эпир Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинчи «Физкультурăпа спорт çинчен» калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Пĕрлех ял халăхне — аслисене, çамрăксене, кĕçĕннисене... спорта анлăн явăçтарассине тĕпе хурса ĕçлетпĕр.

Муниципалитет округĕнче физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçма май паракан 181 сооружени ĕçлет. Вăл шутра икĕ бассейнлă ФСК, стадион, нумай функциллĕ спорт лапамĕтата ытти те пур. Вĕсем ял халăхĕн 92,2 проценчĕн кăмăлне тивĕçтерме пултараççĕ.

2025 çулта тăтăш спорта хутшăнакансен йышĕ 66,9 процента çитрĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче эпир яланах массăллă спорт мероприятийĕсен календарьне тăватпăр. 2020 çултанпа ирттерекеннинчен йышĕ ÿссе те ÿссе пырать. Вĕсен пĕлтерĕшне те палăртса хăвармалла. Раççей шайĕнчи, регионсем хушшинчи ăмăртусене пирĕн патăрта йĕркелени кăмăллă.

Кăçал йăлана кĕнĕ 75 асăну турнирне ирттертĕмĕр. Вăл шутра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă 42 паттăр ячĕпе. Вĕсене малашне те асран кăлармăпăр.

Тĕнче шайĕнчи турниртан виççĕн çĕнтерÿпе, пĕри призерпа таврăнчĕ. Раççей кубокĕнче тепри призер пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 68 çĕнтерÿçĕпе призер пулни те савăнтарать. Атăлçи федераци округĕнчи тупăшусене те тăтăш хутшăнатпăр. Унтан икĕ спортсмен çĕнтерÿпе, 15шĕ призер пулса килчĕ.

Республика чемпионачĕсем пĕри те пирĕнсĕр иртмеççĕ. 77-хĕрпе каччă çĕнтерÿпе, 210-шĕ призер пулса таврăнчĕç.

Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Шамиль Вахитов пирĕн округа Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери стартсенче чыслăн хÿтĕлет.

Çитĕнÿ тренерсем ĕçлемесĕрех пулман ĕнтĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕнчен, ăмăртусене çамрăксене мĕнле явăçтарнинчен нумай килет. Спортсменсен пиçĕхĕвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 7 каччăпа хĕр Раççейĕн, 77-шĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команда йышĕнче тăраççĕ пирĕн.

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе муниципалитет округĕ, республика курăмлă укçа-тенкĕ уйăрни те хавхалантарать. Учрежденисене тытса тăма, массăллă спорт мероприятийĕсем йĕркелеме, ăмăртусене тухса çÿреме, инвентарьсемпе оборудованисем туянма, ĕç укçи тÿлеме сахал мар кирлĕ-çке. Кăçалхи расхутсем 63 миллион та 820 пин тенкĕпе танлашнă.

Малашлăх тĕллевсем пысăк. Спорт аталанăвне тикĕс-сĕн илсе пыма çĕнĕ объектсем çĕклени, спорт лапамĕсем туни пĕлтерĕшлĕ. 2026 çулта Шăнкăртамра физкультурăпа сывлăх комллексне хута ямалла. 2026-2030 çулсенче модульлĕ спорт зал, спорт шкулĕ валли тăрăллă футбол уйĕ, Тутар Сăкăтĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлама май паракан, Нăрваш Шăхалĕнче çĕнĕ плошадка тăвасшăн. «Олимп» стадион çуртне тĕпрен юсасшăн. Пĕтĕмлетсе каласан, кашни çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллеве физкультурăпа спорта анлăн явăçса йăлана кĕртме майсем туптăр.

Анатолий АФАНАСЬЕВ,

«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн

директорĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика