Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Респуликинче 2004 çултанпа йĕркелесе пыракан «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Тупăшу финалне Чăваш Енрен çирĕм çемье хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне, ăсталăхне, культурине, çемье традицийĕсене мĕнле тытса пынине пилĕк номинаципе хакланă.
Патăрьел муниципалитет округĕн чысне тĕнче шайĕнчи «Хĕрарăмсем йăла-йĕркене сыхлассишĕн» («Женщины за сохранение традиций») конкурсăн амбассадорăн Екатерина Майринан çемйи (Кивĕ Катек) хÿтĕленĕ, «Творчество çемйи» номинаципе çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
Майринсем икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Вĕсем чăваш йăли-йĕркине, культурине тытса пырас, чăваш тĕррин илемне халăх патне çитерес тĕллевпе округри тата республикăри конкурссене те çемйипех хастар хутшăнаççĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
