Тутлă çимĕçсемпе пĕрлех — чун ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:05 Просмотров: 83

Килте тин çеç кăмакаран кăларнă çăкăр, капăртма шăрши ачаранах кашнинех çывăх. Вут хĕрÿлĕхĕпе епле хăпарса пиçеççĕ вĕсем, сăмсана кăтăклаççĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса Флюра Шамбазова предприниматель Украинăри ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕпе каякан волонтерсенчен салтаксем валли кашнинчех çăкăр пĕçерсе пама тăрăшать. Ку хутĕнче Флюра Бедертдиновна Шăнкăртамра кăларакан çу завочĕн продукцине, 20 казы тата вырăнта пĕçернĕ апат-çимĕç те сĕннĕ. Кашнийĕнчех çапла кучченеç хатĕрлет вăл.

— Пирĕн ăшăлăх, тимлĕх, амăшĕсен юратăвĕ салтаксем патне çиттĕр. Урăхла мĕнпе пулăшаятпăр-ха? Куç пек кĕтетпĕр эпир вĕсене çĕнтерÿпе.— тет кашнийĕнчех Флюра Шамбазова.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика