Патăрьел муниципалитет округĕнчи ытти ял çыннисем пекех Хирти Пикшикре пурăнакансем те хальхи вăхăтра çĕршыври лару-тăруран айккинче юлмаççĕ. Вĕсем те кунсеренех Рифкать Хамдеев, Эльфия Алигберова, Зульфия Вахитова ертсе пынипе Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхма ял клубне пуçтарăнаççĕ. Çĕнĕ çулччен вĕсем волонтерсенчен умлă-хыçлах хатĕр сеткăсене, çавăн пекех çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти хатĕрсене, апат-çимĕç, ăшă тумтир парса ячĕç.
— Эпир пĕр шухăшлă пулса, кар тăрса фронта пулăшни Çĕнтерĕве çывхартма, салтаксене хавхалантарма пулăшатех. Сăваплă ĕçе малалла та тăсăпăр,— тет СВО участникĕн ашшĕ Рифкать Хамдеев.
Гелгеня ЧИНКИНА
Август 2026 |
