Апрушнайсемшĕн яла «кăвак çулăм» çитни — Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парне!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:04 Просмотров: 71

Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен Апрушнай (Ясная Поляна) Патăрьел муниципалитет округĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Паянхи кун пĕр урамлă çак ялта 22 çын пурăнать. Йышлă ачаллă пĕр пысăк çемье çеç темелле. Вĕсенчен тăваттăшĕ — шкул ачисем. Ялта çулĕпе чи асли — Геннадий Шалтынов ĕç ветеранĕ. Вăл тăххăрмĕш теçеткере пырать.

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кунта ытармалла мар тавралăх! Ял мар, пĕр-пĕр кану вырăнĕ тейĕн... Иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех каласан, декабрĕн 18-мĕшĕнче Апрушнай ялĕнче тымар ярса тĕпленнисем тата ытларах çуталса хăпартланчĕç, тахçанах ĕмĕтленнĕ пысăк савăнăçа Шупашкарти «Газпром газораспределение Чебоксары», Патăрьелĕнчи газ участокĕн специалисчĕсемпе, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн представителĕсемпе, ял-йышпа пĕрле пайларĕç. Патшалăх программипе яла тахçанах кĕтекен «кăвак çулăм» ырлăхĕ çитрĕ!

Газпром специалисчĕсем питĕ оперативлă та тирпейлĕ ĕçленĕ. Виçĕ уйăхра Шăмăршă енчен килекен 7 çухрăма яхăн газ çулне хывса регулятор пунктне вынаçтарнă, 26 çурт патне газ илсе çитернĕ. Федоровсен çуртĕнче (сăн ÿкерчĕкре унăн саманчĕ) пуçласа чĕртнĕ кăвак хĕлхем ялта пурăнакансемшĕн чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

— Газ çăмăллăхĕпе туллин, кăмăлтан, çав вăхăтрах тирпейлĕн усă курмалла пултăр. Çак хăтлăх, ырлăх кашни çемьене савăнтартăр,— терĕ «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин Канашри филиалĕн директорĕ Владимир Андреев Геннадий Павловичпа Раиса Ильинична Федоровсемпе пĕрлех Апрушнайсене Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парнепе саламланă май.

Ясная Полянăра пурăнакансемшĕн 2025 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕ ял историйĕн страницине пысăк саспаллипе çырăнса юлнă пулăм пулчĕ. Çак парнешĕн вĕсем чун-чĕререн тав турĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика