Декабрĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта çĕршывăн 2025 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе пресс-конференци ирттернĕ. Ун патне 3 миллион ытла ыйту килнĕ. 4 сехет те 28 минут пынă тÿрĕ лини вăхăтĕнче 103 ыйту çине хуравланă. Хамăрăн тата ют патшалăхсен журналисчĕсене, уйрăм çынсене ытларах çĕршыври тата тĕнчери лару-тăру, экономика, налук, ипотека, автопром, авиастроени, демографи, вĕрентÿ тата ытти отрасльсемпе çыхăннă ыйтусем интереслентернĕ. Уйрăмах Украина тата ятарлă çар операцийĕ пирки ыйтусем нумай пулнă.
Раççей экономики çирĕпленсе пыни, ĕçсĕрлĕх чакни, ĕç укçин виçи çулталăкра 4,5 процент ÿсни, Центр Банкăн пĕтĕм тĕнчерм резервĕсем пысăкланни çинчен каланă. Ача çураласлăх, ачаллă çемьесене пулăшас ыйтусене хускатсан Президент 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе вĕсем тÿленĕ 13 процент налукран 7 процентне каялла çемьесене тавăрса парĕç.
Тÿрĕ линие килнĕ пур ыйтусене те пăхса тухса тишкерĕç, кирлĕ мерăсем палăртĕç. В. Путин çакăн пек калаçусем халăх шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме, ăнланма пулăшнине палăртрĕ.
Август 2026 |
