«Авангард» хаçат редакцийĕн пуçарăвĕпе çулсеренех йĕркеленсе пыракан конкурса хутшăнма кăçал та вулакансем кандидатсем тăратрĕç. Сăмах май каласан, кăçал вăл 23-мĕш хут иртет
Конкурс списокне çак çынсене тăратнă: Патăрьелĕнчи «Батыревский» пĕрлешÿ директорĕ Петр Ялуков; Çĕнĕ Ахпÿртри фермер хуçалăхĕн ертÿçи Евгений Мартышкин; Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Гельсирен Абейдуллова; Турханти территори пайĕн начальникĕ Алина Антонова; СВО участникĕ, саппасри офицер, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи Руслан Валиуллин; «Паттăр» ФСК тренер-преподавателĕ Ильфак Алеев; «Женщины за сохранение традиций» Пĕтĕм Раççейри онлайн-марафонăн çĕнтерÿçи, Кивĕ Катекри тĕрĕ-çĕвĕ ăсти Екатерина Майрина; Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-стоматолог Анатолий Казачков; волонтерсен «Батыревский доброволец» ушкăн хастарĕ Юлия Тинюкова; Алманчă почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Мария Аляшкина; Первомайски территори пайĕнчи Сител ял старости Юрий Степанов.
Конкурса хутшăнакансем пирки хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-14-46, 6-14-59 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Конкурса февралĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлететпĕр.
«Авангард» хаçат редакцийĕ
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
