ÇĔНĔ ÇУЛалăк урати умĕнчех. Хĕрлĕ Лаша çулталăкĕ пуçланиччен пилĕк кун çеç юлчĕ пулин те, ку таранччен те хĕл хăйĕн кăралăхне кăтартмарĕ-ха. Çакă вара шăпах тĕрлĕрен вируса аталанма, хуçаланма май парать. Акă, иртнĕ эрнере маларахрипе танлаштарсан пирĕн тăрăхра гриппа тата ОРВИ чирĕсемпе аптранисем 1,5 хут ÿснĕ. Уйрăмах ачасем йышлă чирлеççĕ. Нумай пулмасть çак сăлтавпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти икĕ класа дистанци мелĕпе вĕренме янă.
Кирек мĕнле чиртен те сывалма мар, асăрханма çăмăлтарах. Çавăнпа та кашнийĕн иммунитета çирĕплетме, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшмалла, чир ересрен çын йышлă пулакан вырăнсене тухса çÿремеллех мар.
Август 2026 |
