Ял хапхи — Çĕнĕ çул капăрлăхĕн палли

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 08:54 Просмотров: 68

ÇАК кунсенче каçхине Тутар Сăкăтĕнче пулнă çынсем пурне те хапăл тăвакан ял хапхи çинчи Çĕнĕ çул илемне асăрхамасăр иртеймен, паллах. Территори пайĕн пуçлăхĕ Динар Козлов ял-йыша та, кунтан иртсе çÿрекен ытти çынсене те уяв кăмăлне хăпартма тĕрлĕ çутăсене хутăштарса стеллăна чăрăш пекех капăрлатса хунă. Аял енчен çутă паракан прожекторсем паян ял еннеллех хăйĕн асамлă пайăркисене сапаласа илем кÿреççĕ.

Кзыл Чишмара вара икĕ вырăнта — Гузелия Сафина хăйĕн ашшĕ 100 çул тултарнине халалласа уçнă скверта тата çамрăксен «Сэлэт-Батыр» центрĕн çурчĕ умĕнче — Çĕнĕ çул паллине, лăс туратлă симĕс чăрăша вырнаçтарса илемлетнĕ. Халĕ ял халăхĕпе пĕрле Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтсе илесси çеç юлать...

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика