Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн «Пушкин картти» проект культура программине анлăн кĕрсе пырать. Вăл муниципалитет округĕнче 2022 çулхи февраль уйăхĕнченпе ĕçлет. Ăна çул парас ĕçе централизациленĕ клуб системинчи культура учрежденийĕсем, библиотекăсем, «Çăкăр» историпе этнографи музейĕ анлăн явăçрĕç.
Округра 895 çамрăкăн Пушкин картти пур. Унпа 14-22 çулчченхи хĕрпе каччăн 91,6 проценчĕ усă курать. Пурне те туллин явăçтарас тесен малалла та тухăçлă ĕçлемелле-ха.
Централизациленĕ клуб системинче иртнĕ çул тĕрлĕрен 695 мероприяти ирттернĕ. Унта театрализациленĕ представленисене, историллĕ вулавсене те кĕртнĕ. 3174 билета 585810 тенкĕлĕх сутнă.
Çамрăксем ытларах «Кинобатыр» кинотеатра çÿреме кăмăллаççĕ. Унта 2136 сеанс пулнă. 5490 билет сутнă. Ку енĕпе республикăри муниципалитет округĕсем хушшинче пирĕн пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавна май культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче хамăр ĕçпе паллаштарма та кăмăллă пулчĕ.
2025 çулта 276 сеанс кăтартнă. 628 билета 127120 тенкĕлĕх сутнă. Хăш-пĕр чухне кунне 5-7шер сеанс кăтартни те пулнă. Уйрăмах Çĕнĕ çул уявĕсенче ĕç ăнăçлă пынă.
Наталия НИКИТИНА, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн начальникĕ
Август 2026 |
