Йăмпăлт-йăмпăлт ишсен шывра пулли, кăмăл пулать ялан тулли

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 11:06 Просмотров: 127

Кашни çыннăн чуна киленĕç кÿрекен ĕç е урăхла каласан хобби пур: тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, ухатана çÿреççĕ. Патăрьелĕнче пурăнакан Петрпа Геннадий Ялуковсем вара пулă тытма юратаççĕ.

Пирĕн атте пулăçă пулнă. Отпуска кайсан велосипед çине шăллăма хыçала, мана умне лартса ирхи 2 сехетре пулла илсе

каятчĕ. Çакăншăн эпир еплерех хĕпĕртенĕ! Лескана та татнă, пуллине те тартнă тĕслĕхсем пулнă-тăр, анчах пире çывăх çыннăмăр нихăçан та сас хăпартса вăрçса, сивĕсăмах каласа курман. Кайран типĕтнĕ пулă çиме касра пурăнакансем пуçтарăнатчĕç, пĕр-пĕринпе кулса-калаçса ларатчĕç. Çулсем иртнĕçемĕн ăнланатăп — вăл пирте хăйĕн ĕçне, хоббине тăсакансене курнă. Ĕçлеме пăрахсан та пушă вăхăтра вăлта тытса шыв хĕррине кайнă, — тет Петр Ялуков.

Валерий Петровича сума суса ывăлĕсем пулă тытакансен турнирне пуçарса янă. Унта республикăри тата ун тулашĕнчи пулăçсем те килнĕ. Çавăн пек пĕр тупăшура Ульяновскинчен килнĕ ушкăн карп тытассипе Раççей шайĕнче ăмăртусем иртнине пĕлтернĕ, Ялуковсене те хутшăнма сĕннĕ. Петр Валерьевич тĕплĕн шухăшланă хыççăн вăйне тĕрĕслеме шут тытнă.

— Атăл пуррипе республикăра пулăсене спинингпа витлеттересси лайăх аталаннă, анчах карпсене тытасси — çук. Вăл Раççейĕн кăнтăр енче, Ульяновскинче вăй илнĕ. 3-4 çул каялла Чăваш Енре карп тытакансен федерацине йĕркелерĕç, ăна Çĕмĕрле çынни ертсе пырать. Унта пирĕн республикăри, Тутарстанри, Мари Элти пулăçсем кĕнĕ.

Малтанласа ăмăртусене хутшăнма кайсан пирĕн çине куç хÿрипе çеç пăхатчĕç, каярах пĕлекен пулчĕç. Хăшĕ-пĕриншĕн конкурент та пулса тăтăмăр. Краснодар тăрăхне тупăшăва кайсан Чăваш Енпе Тутарстанăн таблички те çукчĕ. Вăл вăхăтсем халĕхыçа юлчĕç, — тет Петр Валерьевич. Пĕр тăвансем хамăр тăрăха палăртас тĕллевпех команда ятне «Батыркарп» панă.

Карп тытассипе Кемеровăра иртнĕ Раççей чемпионатĕнче икĕ пĕр тăван чи пысăк пулă тытнă, унăн виçи 16 килограмм ытларах пулнă.

— Ăмăрту 72 сехете тăсăлчĕ, вăл 7 сехет пек иртсе кайрĕ. Виççĕмĕш кун вĕçленсе пырать, пулă пит кĕмест, кăмăл та паплах мар. Гена шăллăмпа каçхине шыв хĕрринче тăнă та мĕн тумаллине шухăшлатпăр. Çав вăхăтра пирĕн вăлтана пысăк карп çакланчĕ. Тÿре членĕсене раципе хамăр пата килме ыйтрăмăр. «Ăçтан, хăш область?» — тесе ыйтрĕç пиртен.

Эпир: «Чăваш Республикинчен», — терĕмĕр. Пĕлетĕр-и, каçхи шăплăхра кашни пулăçăн аллинчи раци урлă пирĕн регион мĕнле хăватлăн янăраса кайрĕ! Чунра темле мăнаçлăх çуралчĕ. Чи пысăк пулă тытаканнисем эпир пултăмăр, — тесе аса илеççĕ Ялуковсем. Сăмах май, çакна каласа хăварас килет: тытнă пулăсене виçеççĕ, сăн ÿкереççĕ те каялла яраççĕ.

Тутарстанри чемпионатра та команда зачечĕпе те, «Батыркарп» команда хăй те пĕрремĕш вырăна тухнă. Çитес çул Раççей чемпионатне карп тытассипе хутшăнма ирĕк паракан регионсем хушшинчи суйлав турнирĕ (МОТ) кăçал август

вĕçнелле Пенза облаçĕнче иртнĕ. Уралпа Атăлçи чемпионатĕнче Ялуковсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Сăмах май, унта чи лайăх 6 команда çеç хутшăнаять. Чăваш Республикинчен вара харăсах виçĕ команда лекнĕ.

Тепĕр савăнăçлă хыпар та пур: Петр Валерьевич кăçал спорт мастерĕн кандидатне çĕнетнĕ пулсан Геннадий Валерьевич ăна хÿтĕленĕ.

Ольга Павлова

ПĔлме :

Ыран, декабрĕн 20-мĕшĕнче, республикăра Сывлăх кунĕиртет. Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСК пурне те хапăл туса йышăнать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика