Патăрьел округ администрацийĕн патшалăх пабликĕ — кăтартулли

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 11:05 Просмотров: 166

Çак кунсенче республикăри госпабликсен администраторĕсен фестивалĕ иртнĕ. Унта республикăра пурăнакансене социаллă сетьсем урлă çĕнĕрен те çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарса тăракан администраторсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ, чи-чи хастаррисене, кăтартуллисене чысланă. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн госпабликне йĕркелесе пыракан Ирина Кудряшова пресс-секретаре (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) ĕçе ăнăçлă тата творчествăлла йĕркелесе пынăшăн регионти управлени центрĕ (ЦУР) Тав хутне парса чыс тунă. Сăмах май каласан, çакăн пек чыса Патăрьелсем виççĕмĕш çул умлă-хыçлă тивĕçеççĕ.

Альбина Николаева

Яндекс.Метрика