Хастарлăхĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:58 Просмотров: 113

Сăкăтри вăтам шкулта çакăнтан вĕренсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан «Горбун» позывнойăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ уçăлнă.

Унти ĕçсем иртнипе хальхине «чĕрĕ кĕперпе» çыхăнтараççĕ. Мирлĕ пурнăçпа паянхи паттăрлăха çутатаççĕ. Çавăн пекех çĕршыв хÿтĕлевçисем хăйсене мĕнле йывăр килнĕ вăхăтра та тÿсĕмлĕхе çухатманнине, Тăван çĕршыва юратнине, чăтăмлăха уççăн кăтартаççĕ.

Куравпа Чăваш Енри Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн хастарĕ Надежда Нртина мăнаçланса тата пысăк хавхаланупа паллаштарчĕ. Вăл паттăрăн кун-çулне çутатрĕ, паянхи пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ.

«Эпир выпускникпа мухтанатпăр, тăван киле часрах çĕнтерÿпе таврăнма сунатпăр»,— терĕ юлашкинчен Надежда Валерьевна.

Надежда ТИНЮКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика