Тăван çĕршыва юратса

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:57 Просмотров: 98

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 тата 8б классенче вĕренекенсем республикăри пултарулăх ăстисен «Тăван çĕршыв, чыс та мухтав» смотр-конкурсне хутшăннă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Конкурса республикăри «Пограничниксен канашĕ» обществăлла организаци йĕркеленĕ. Çамрăк артистсем кашни муниципалитетранах хутшăнма тăрăшнă. Мероприяти кăмăллă иртнĕ. Ачасем унта пĕр шухăшлă пулни палăрнă. Куракансем вĕсен пултарулăхне алă çупса хакланă.

Пăлаçипе Юхма енре çитĕнекен ăру «Вокал пултарулăхĕ» номинацире палăрнă. Вĕсен пултарулăхне тÿресем пысăк хак панă. Ачасем командăпа республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă.

Валентина АППАКОВА, класс ертÿçи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика