Яла — çамрăк тухтăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:55 Просмотров: 124

«Ял тухтăрĕ», «Ял фельдшерĕ» тата ытти çакнашкал программăсем ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çамрăк специалистсене ĕçлеме, пурăнма тивĕçлĕ условисем туса пани социаллă сферăна тĕреклетме пулăшать, ялсен пурнăç пахалăхне ÿстерет... — палăртнăччĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Районти тĕп больницăна «Ял тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме тата 6 çамрăк специалист килнĕ. Вăл шутра дерматолог, анестезиолог-реаниматолог, функциллĕ диагностика специалисчĕ, рентгенолог, кардиолог тата эпидемиолог (сăн ÿкерчĕкре).

«Ял тухтăрĕ», «Ял фельдшерĕ» программăсене пурнăçа кĕртни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пула «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ те аталанать. Килĕшÿпе çамрăк специалистсен яллă вырăнсенче 5 çултан кая мар ĕçлемелле.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика