Творчество ушкăнне 26 редактор ертсе пынă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:54 Просмотров: 160

1930 çулта республикăри тăватă районта хаçат тухма тытăннă. Вăл шутра пирĕн Патăрьел районĕнче те сентябрĕн 9-мĕшĕнче ВКП(б) бюро ларăвĕнче райхаçат йĕркелемелли пирки ыйтăва татса панă, редакципе типографи çуртне те уйăрнă (хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленĕччĕ).Сентябрĕн 28-мĕшĕнче 5 çынран тăракан редколлеги туса хунă. Ф. Ф. Румянцев — редактор (сăн ÿкерчĕкре сулахайри). Вăл хаçат историйĕнче пĕрремĕш редактор шутланать.

Ку таранччен районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăн творчество ушкăнне 26 редактор ертсе пынă.

Яндекс.Метрика