Уяв кунĕсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси — тĕп ыйтусенчен пĕри

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:52 Просмотров: 125

Патăрьел округĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, администрацин структура подразделенийĕсен, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ организаци-учреждени ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

2025 çула пĕтĕмлетекен информаци кунĕнче çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи мероприятисенче çынсем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси; Чăваш Республикинче «Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси» федераци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем; нумай функциллĕ центр офисĕсенче çынсене патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерсси.

Умра — Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем. Ватти-вĕтти хавхаланса кĕтекен кунсем пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр иртчĕр тесен, чăн малтанах çынсем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси тĕп вырăнта пулмалла. Уяв иртекен пÿлĕмсемпе залсене огнетушительсемпе тивĕçтермелле, çынсем çÿрекен çулсене ирĕккĕн тытмалла, тĕрлĕ мелпе çутатакан, сас парса сирпĕтекен пиротехника хатĕрĕсемпе усă курассинчен асăрханмалла тата ытти те. Кун пирки Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Владимир Яковлев тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Çулталăк вĕçленсе пынă май, муниципалитет округĕнче «Физкультурăпа спорта аталантарасси» федераци тата Чăваш Республикин программисемпе килĕшÿллĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, хăйсен тĕллевне физкультурăпа, спортпа çыхăнтарнисем тунă çитĕнÿсемпе, халăх сывлăхне çирĕплетме округра пурнăçласа пыракан условисемпе «Паттăр» ФСК директорĕ Анатолий Афанасьев паллаштарчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: 2025 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен 66,9 проценчĕ тăтăшах хăйсен сывлăхне спортпа, физкультурăпа çыхăнтараççĕ. 2030 çул тĕлне спортпа туслисен йышĕ 70 процента çитмеллине палăртрĕ Анатолий Семенович.

Информаци кунне хутшăнакансене çавăн пекех Патăрьелĕнчи нумай функциллĕ центр (МФЦ) начальникĕ Миляуша Хуснетдинова округра пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе пурнăçласа пыракан çăмăллăхсемпе, ку тĕлĕшпе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе, федераци тата республика шайĕнчи сервиссемпе, граждансем ытларах кăсăкланакан ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Çак кунхинех инфомаци кунне хутшăннисем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика