Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор залĕнче «Халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхĕ тата хакĕ» темăпа канашлу иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев, Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов, ветеринарипе санитари экспертиза лабораторийĕн заведующийĕ Екатерина Шадирякова тухса каларĕç. Канашлура сĕт пуçтарас, ăна ăсатас ĕçри ветеринарипе санитари ыйтнисене, таможня канашĕн апат-çимĕç продукцин техника регламенчĕсене тивĕçтерес ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Муниципалитет округĕнче паянхи кун сĕт пуçтарас ĕçе 40 ытла çын явăçать. Ăна пĕр килограмне 26-28 тенкĕпе йышăнаççĕ. Патăрьел тата Туçа территори пайĕсенче вăл чи пысăкки шутланать.
Республикăри ялхуçалăх министерствин «Агроинноваци» автономи учрежденийĕн кăтартăвĕпе сĕте хатĕрлекен предприятисенче унăн пĕрремĕш сорчĕ вăтамран 34 тенкĕ ытларах.
Сăмах май çакна та палăртмалла: шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕпе пирĕн муниципалитет округĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать: паянхи куна 20 пин ытла. Çав шутра 7600 сăвăнакан ĕне. Иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,4 процент ÿснĕ.
Округра ял хуçалăх продукчĕсене 5 миллиард та 100 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. Ку енĕпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 39261 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 101,3 процент) сĕт сунă. Кунта ял халăхĕн тÿпи пысăк. Вĕсем килти хуçалăхсенче кăтартăвăн çуррине ытла сума пултарнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран хальхи вăхăтра 7733 килограмм сĕт сăваççĕ (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 102,5 процент). Çулталăк вĕçлениччен икĕ хуçалăх 10000 килограмран та иртмелле.
Сĕт хакĕ мĕнле пуласси ăна тирпейлекен предприятисенчен, пахалăхран, çу, белок хисепĕсенчен тата ыттисенчен те килет. Сĕт пухакана тÿлесси, транспорта тытса тăрасси, анализсем тăвасси, ветеринари свидетельствисем хатĕрлесси те унпах çыхăннă.
Тĕп вырăнта халăхран пуçтарăнакан сĕтре пахалăх кирлĕ. Тепĕр чухне унра антибиотик тухни палăрать. Кун пек чухне продукци хакĕ чакатех.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
