Федераци программисене пурнăçа кĕртесси — тĕп вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:33 Просмотров: 122

 

Правительство çуртĕнче кашни эрнере иртекен планеркăра «Земский доктор», «Земский учитель», «Земский работник культуры» федераци программисене пурнăçа кĕртессине сÿтсе яваççĕ.

«Республикăра çамрăк специалистсем валли мĕн пур условине туса паратпăр. Çав шутра çурт-йĕрпе те пулăшатпăр. Республикăри муниципалитетсене 1032 медицина ĕçченĕ ĕçлеме килнĕ, 800е яхăн тухтăр тата 235 вăтам медперсонал. Кăçал 81 çын — 52 врач тата 29 медработник пулăшу илнĕ. «Земство учителĕ» программа та кăсăклантарать. Кăçал конкурса 52 ытла заявлени панă. Пирĕн пата Раççейри тĕрлĕ регионтан — Архангельск, Саратов облаçĕсенчен, Удмуртирен, Кабардино-Балкарирен тата ытти регионтан та учительсем килни савăнтарать. Кăçал 8 «Земство культура ĕçченне» ĕçе вырнаçтарнă, çитес çул 20 çĕнĕ специалиста явăçтарма палăртатпăр. Çамрăк специалистсем валли хăтлă условисем туса эпир социаллă сферăна çирĕплететпĕр кăна мар, ялта пурнăç пахалăхне те ÿстеретпĕр»,— палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика