Шупашкарта çулленех иртекен çĕр улми куравĕ 2026 çулта та халăха тĕрлĕ сортпа савăнтарĕ.
Вăл пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче МТВ-Центрта пулĕ. Форумпа курава ăнăçлă ĕçлекен компанисемпе экспертсем, влаç органĕсем, ăсчахсем, професси союзĕсемпе ассоциацисем, бизнес менеджерĕсем тата ку темăпа кăсăкланакан ытти çынсем пухăнĕç, отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явĕç.
Курава çулленех Патăрьел муниципалитет округĕнчи хуçалăхсем те хутшăнаççĕ.
Август 2026 |
