Çĕнĕ çул ыйтать асăрханмашкăн кашни çул

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:30 Просмотров: 115

УМРА — Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем. Кăçал канмалли, уява паллă тумалли кунсем тата вăрăмтарах пулĕç. Ĕç кунĕсем 2026 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çеç пуçланаççĕ. Çавăнпа та йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен, халăх дружинникĕсен, волонтерсен тата обществăлла йĕркелĕхшĕн тимлекен ытти хастарсен уяв кунĕсенче çын йышлă пулакан вырăнсенче, парксенче, культура учрежденийĕсенче ытларах пулма, инкек-синкекрен çынсене асăрхаттарма тивĕ.

Территори пайĕсенче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем лăпкă та пăтăрмахсăр иртчĕр тесен вырăнсенче дежурствăсем йĕркелемелле. Çак эрнере округра Çĕнĕ çул уявĕн программисем, елкăсем пуçланчĕç. Çавăнпа та чăн малтанах петардăсене, шаплатса сас паракан ытти хатĕрсене, салют ямалли тĕркемсене ятарлă вырăнтан, ăна сутма ирĕк панă сутуçăсенчен çеç туянмалла. Ăна мĕнле вырăнта усă курма юранине те çирĕп пăхăнмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика