КИВĔ Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Раштав (Самойлов) поэт пурăннă пулсан Раштавра çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăватчĕ. Шел, чире пула унăн пурнăçĕ тăватă çул каяллах вăхăтсăр татăлчĕ. Çапах та ентешĕмĕрĕн ячĕ — вилĕмсĕр. Унăн сăввисемпе çырнă юрăсене паян чăвашсен паллă юрăçисем — Алексей Московский, Фарида, Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Сергей Павлов, Андрей Думилин, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сцена ăстисем, фольклор ушкăнĕсем тата ытти те шăрантараççĕ.
Валерий Раштав «Кушак çури», «Телей кайăкĕ: 2004—2018 çулсенчи хайлавсем», «Телей кайăкĕ: юрăсем», «Шухăша вĕçтереймĕн çилпе» кĕнекесен авторĕ. Унăн «Кушак çури» кĕнеки республикăри «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурсра та çĕнтернĕ. Поэтăн пултарулăхне хакласа çулсеренех унпа пĕр курсра вĕреннĕ ĕçтешĕсем астăвăм каçне йĕркелеççĕ. Кăçал та хастарсем тĕл пулăва Валерий Раштав творчествипе пултарулăхнех халалланă.
Август 2026 |
