Вăййа чемпион ячĕпе йĕркеленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:35 Просмотров: 86

Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче спорт ветеранне, нумай хут ял спортсменĕсен хушшинче волейбол енĕпе Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, истори тата физкультура учителĕнче ĕçленĕ Николай Иванович Кузьмина асра тытса йăлана кĕнĕ уçă турнир ирттернĕ. Пухăннисене Первомайски территори пайĕн начальникĕ Наталия Ермошкина, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров, «Паттăр» спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, Арсентий Ивановпа Сергей Лукин спорт ветеранĕсем саламланă.

Вăйăсем çивĕч иртнĕ. Турнира 6 команда хутшăннă. «МастерÇ» команда çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна «Паттăр» спорт шкулĕн волейболисчĕсем, виççĕмĕшне «Рассвет» команда йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсемпе парнесем илнĕ.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика