Вĕрентÿ ĕçĕн тĕшши тутлă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:35 Просмотров: 78

Сăкăтри пуçламăш халăх шкулĕ Патăрьел вулăсĕнче малтисенчен пĕри — 1840 çулта уçăлнă. Унтан удел училищи, кайран вăтам шкул пулнă. Çак хушăра 22 ертÿçĕ ĕçленĕ. Кашнийĕшĕ хăй çинчен ырă йĕр хăварнă.

Сăкăтри вăтам шкул 185 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак кун вĕрентÿ учрежденийĕ хăйĕн выпускникĕсене кăмăлтан кĕтсе илчĕ. Пурте асаилÿ тĕнчине путрĕç. Савăнăç куççулĕ, ача чухнехи йăнăшсем, хаваслă тĕл пулу, пирвайхи юрату, çутă малашлăх куç умне тухрĕ.

Шкул коллективне, вĕренекенсене, выпускниксене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн консультанчĕ Олег Евграфов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков, вĕрентекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, Сăкăт территори пайĕн начальникĕ Вероника Кузнецова, «Красное Знамя» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Петр Никифоров тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.

Уявпа саламланă май педагогсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Шкул хорĕ вара хăнасене савăк юрăсемпе тыткăнларĕ.

Паянхи вĕренÿ учрежденийĕ ку чухнехи кабинетсемлĕ, çĕнĕ технологипе ĕçлеççĕ. Кунта 130 ытла ача вăтам пĕлÿ илет. 2023 çулта «Точка роста» уçнă. Унта робот техникин тĕнчи пурне те кăсăклантарать. Занятисем программăпа килĕшÿллĕн иртеççĕ.

Патриотла воспитани парассипе тимлĕ ĕçлеççĕ. Порфирий Кариков ячĕпе хисепленекен клуб та пур. Шкул музейĕте пуян.

Выпускниксем шкул мăнаçлăхĕ пулса тăраççĕ. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Порфирий Герасимович Кариков, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, филологи наукисен докторĕ, профессор Петр Николаевич Метин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, 20 çул шкулта директорта ĕçленĕ Иван Николаевич Ильин, 7 çутĕç отличникĕ, 6 наука докторĕ, 12 полковникпа подполковник, 10 тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата ыттисем те тăван шкулăн, Сăкăт ялĕн пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика