Çĕнĕ çулпа Раштавра илемлентĕр тăван ен

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:29 Просмотров: 76

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхарнă май округра «Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕ — тĕсре» конкурс ирттереççĕ. Ăна предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче, халăха культурăллă-массăллă меропритяисене хутшăнтарма, ачасене илеме курма вĕрентме, çынсен художествăлла пултарулăхне аталантарма тата пулăшма, обществăлла вырăнсене хăтлăх кĕртме йĕркелеççĕ.

Конкурс тĕллевĕ — муниципалитетра пурăнакансен кăмăл-туйăмне хăпартасси, уяв сĕмне парасси, зданисен, çуртсен, лапамсен сăн-сăпатне çутăсемпе хитрелетесси.

Объектсене хальхи дюралайт тата неон евĕр çутă хатĕрĕсемпе, гирляндăсемпе, йывăçсене капăрлатма сетка-гирляндăсемпе, импульслă лампочкăсемпе (строб) тата ыттисемпе те усă курма юрать. Çавăн пекех декоративлă панносем, Çĕнĕ çул саламĕ çырнă плакатсем, илемлетнĕ чăрăшсем, кÿлепесем вырăнлă.

Предприятисемпе организацисен, ытти харпăр формăсен конкурса хутшăнас тесен декабрĕн 20-мĕшĕччен объектсене Çĕнĕ çул сăнне кĕртмелле.

Конкурс материалĕсене сăн

ÿкерчĕк е видео туса декабрĕн 22-мĕшĕччен Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 20-мĕш çурта (муниципалитет администрацийĕ), 22-23-мĕш кабинетсене çитермелле е 8(83532) 6-14-33 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме, тĕплĕнрех ыйтса пĕлме, Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа яма пулать.

Конкурс икĕ номинаципе иртет:

1. «Территори таврашне уява чи лайăх хитрелетекен» — чÿречесене, зданисен фасачĕсене илемлетме, пысăк кÿлепесем вырнаçтарма, Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе çыхăннă çутă рекламисемпе усă кума юрать.

2. «Чи лайăх арт-объект» — урама 1,5 метртан çÿллĕрех, халăх тухса çÿреме пултаракан хатĕрсем çĕр çине вырнаçтармалла.

Предприятисемпе организацисем, нумай хваттерлĕ çуртра, уйрăм çуртра пурăнакансем икĕ номинаципе те хутшăнма пултараççĕ.

Пĕтĕмлетÿ декабрĕн 30-мĕшĕччен пулать.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика