Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Алмаз Кдрасовпа тĕл пулчĕç. Вăл салтаксен пурнăçĕ, вĕсен неонацистсемпе кĕрешнĕ чухнехи паттăрлăхĕ, патриотлăхĕ пирки каласа пачĕ. Унăн чунран тухакан кашни сăмахĕ вĕренекенсене тăнăç пурнăç, мирлĕ тÿпе мĕн хак тăнине, Тăван çĕршыв умĕнчи парăма манмалла маррине ăнланма пулăшрĕ.
2 а класра ăс пухакансем хăнаран ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен кулленхи йăли-йĕрки, çапăçу хатĕрĕсем тата ытти пирки кăсăкланчĕç. Алмаз кашни ыйтăва туллин тата уççăн хуравлама тăрăшрĕ.
Тĕл пулу лăпкă та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Шăнкăртам каччи çапăçури йывăр самантсем, вĕсенчен мĕнле тухни, çарти çирĕп туслăх пирки те каларĕ. Çавăн пекех кашни салтака тăванĕсем, çывăх çыннисем, халăх тĕрев панине туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ.
Ачасемпе сыв пуллашнă май Алмаз Кдрасов пурне те шкулта лайăх вĕренме, Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме, пурнăçри кашни саманта хаклама, тăвансене юратма, педагогсене хисеплеме сунчĕ.
И. ЯНТЫКОВА, класс ертÿçи,
Л. ХИСАМУТДИНОВА тьютер
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
