Инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:21 Просмотров: 106

Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех тĕрлĕрен инвестици проекчĕсене, халăх бюджечĕн программисене пурнăçа кĕртес тĕллевпе курăмлă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Динар КОЗЛОВ, Тутар Сăкăт территори пайĕн пуçлăхĕ:

— Ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатасси, хамăр пурăнакан тăрăха çĕнетсе пырасси инвестици проекчĕсене мĕнле хастарлăхпа пурнăçа кĕртсе пынинчен килет. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче пирĕн ялта начар мар ырă улшăнусем пулса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Р. Алимов тата

И. Алеева фермер хуçалăхĕсем ялта 3000 пуç вырнаçмалăх кайăк-кĕшĕк ферми (3 миллион тенкĕлĕх), 56 пуç мăйракаллă шултра выльăха самăртма вите (5 миллион тенкĕлĕх) тăваççĕ. Тепĕр инвестици проекчĕпе Д. Алиулловăн (4 миллион тенкĕлĕх) каллех 56 пуç мăйракаллă выльăха самăртакан вите пулмалла

Кăçал территори пайĕнче халăх бюджечĕн программипе икĕ проекта — 9 620 597 тенкĕлĕх — пурнăçа кĕртрĕмĕр. Вĕсенчен 1 924 119 тенкине халăх вăйĕпе пуçтарнă.

Çывхарса килекен 2026 çула та пысăк ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илетпĕр. Çĕнĕ çулта халăх бюджечĕпе 5 проекта (30 030 пин тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен 6129 пин тенки — халăх бюджечĕ.

Салават КАРНЕЕВ, Ыхра Çырми территори пайĕн начальникĕ:

— Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕн тĕп тĕллевĕ — хутлăхри ялсен сăн-сăпатне лайăхлатса пырасси, урамсене, обществăлла вырăнсене хăтлăлатасси, ялта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе кирлĕ объектсем хута ярасси тата ытти те. Акă, кăçал çеç Ыхра Çырминчи Колхозная урамри 1509 метр çула асфальт сарнă. Ялта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе 2000 çынна тивĕçтерекен çĕнĕ врач амбулаторине те çак кунсенчех уçмалла. Ыхра Çырминче халăх вăйĕпе юсакан мечĕте те çывăх кунсенчех тирпейлесе пĕтермелле.

Ялсен инфратытăмĕ улшăнса пыни савăнтарать, паллах. 2026 çул валли территори пайĕнче халăх пуçарăвĕпе пурнăçа кĕртме палăртнă 5 проект хатĕр: Ыхра Çырминче спорт лапамне тăвасси (4 140 758,34 тенкĕ), çак ялти масар территорине хăтлăлатасси (2 450 197,21 тенкĕ), Ыхра Çырминчи Новенькая урамри çула (4 601 175,86 тенкĕ), Сахалинская урамри çула (5 146 205,88 тенкĕ), ялти шыв скважинине тарăнлатасси (1 780 945,20 тенкĕ).

Çавăн пекех çĕнĕ инвестици проекчĕсене те пурнăçа кĕртме палăртнă. Р.Ш.Санзяпов фермер хуçалăхĕ 200 вырăнлă пăру вити тата аш-какай тирпейлекен цех, А. Азизов тата М. Сабирзянова предпринимательсем 200-шер пуç вырнаçмалăх лаша фермисем тума палăртнă.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика