«Авангард» хаçата çырăнмасăр ан юлăр!»

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:31 Просмотров: 111

Алманчăри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Мария Аляшкина хăй патне килекен кашни çыннах çак шухăша аса илтерет. Эрнере пĕр хут пичетленсе тухакан хаçата вырăна çитсессĕнех алла илеççĕ вĕсем. Муниципалитет округĕн хыпарĕсене тĕплĕн вуласа тухаççĕ. Салам страницине, ыттине те сиктермеççĕ, паллах. Территори пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырнине те кăмăллаççĕ. Вырăнта çынсем кăтартуллă ĕçленĕшĕн савăнаççĕ. Хăйсем те ыттисемшĕн кăтартуллă пулма тăрăшаççĕ.

Уйрăм начальникĕ Мария Кузьминична çак ĕçре 31 çул тăрăшать. Чыса та сахал мар тивĕçнĕ вăл. 2012 çулхи конкурсра «Яллă вырăнсенчи почта начальникĕсенчен чи лайăххи» ята çĕнсе илнĕччĕ. Ун чухне ăна телевизор парса чысланă.

Унăн ĕçне «Раççей Федераци çыхăнăвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа та чысланă. Епле савăнмăн! Ĕç хаклавĕ пур пулсан ĕçлес те ĕçлес килет. Çавăнпа пĕр вырăнта тĕпленнĕ те ĕнтĕ Мария Кузьминична.

Пĕр йышра вăй хуракансем те çаврăнăçуллă та маттур. Алина Петрова, Алевтина Гаврилова почтальонкăсем те ертÿçĕпе пĕр çăварта пурăнаççĕ. «Авангард» хаçата вĕсем килнĕ кунах вулакансем патне çитереççĕ. Çырăнтару тапхăрне те хастар хутшăнаççĕ. Халиччен илсе тăракансене хаçатсăр пĕр çур çуллăха та сиктерсе хăвармаççĕ. Маларах 30 çул çакăнта почтальонкăра ĕçленĕ Валентина Иванова та çакнах çирĕплетет.

Кзыл Чишмари почта çыхăну уйрăмĕнче те çуллен муниципалитет округĕн «хыпарçине» çырăнса илекенсем нумай. Кунти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Миляуша Шарафутдинова чылайăшне ятран асăнчĕ. Тутар Сăкăтĕнче 83 çемье «Авангардпа» туслă. Сăкăтсем почта урлă та, альтернативлă майпа та хаçата алла илеççĕ. «Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи Петр Никифоров вара тăрăшуллă ĕçченсене ЯХПК шутĕнчен çырăнса парса парне тунă.

Сăмах май çакна та палăртмалла: акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Петр Ялуков та чунтан хисеплет çĕр ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене. Çулленех «Авангард» хаçат çырăнса парать.

«Авангард» пĕрлешĕвĕн «Батыревский бекон» филиалĕнче те (ертÿçи Александр Владимиров) йышлăн алла илеççĕ «Авангарда». Фермер хуçалăхĕн ертÿçи Решит Санзяпов, «Исток» çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин кашни çырăнтару кампанийĕнчех вулаканĕсене хаçатсăр хăвармаççĕ. Вĕсенче тепĕр ырă йăла та пур. Юбилярĕсене хаçат страницинче саламласах тăраççĕ. Районти тĕп больница, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Турханти, Туçари, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Аслă Чементи вăтам шкул коллективĕсем савăнăçне те, хуйхине те хаçат вулаканĕсемпе пайлаççĕ. «Пограничное братство» пĕрлешĕвĕн, ракета тата артиллери çарĕсен ветеранĕсен канашĕсем ырă йăлана тытса пыраççĕ.

Округ хаçатне çырăнмасăр епле юлăн тени тĕрĕсех çав. Анчах хăш-пĕр территори пайĕнче, шкулсенче çакна темшĕн шута илмеççĕ. Хальлĕхе вĕсене ятран палăртса хăварас килмест. 2026 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтару тапхăрĕ малалла пырать. Ăна декабрĕн 3-13-мĕшĕсенче йÿнĕрех хакпа та çырăнса юлма май пур. Эппин, Çĕнĕ çул умĕнхи кăмăл никамăн та начар ан пултăр.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика