Хамăн вĕрентекенĕме, Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан ĕç ветеранне, Раççей вĕрентÿ ĕçĕн отличникне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне — Василий Михайлович Бородкина халалласа, сума суса...
1 пайĕ
Çак çын çинчен ярăм çырмашкăн
Мана хистерĕ хамăн чун ыйтни.
Хăйпе шутларăм курнăçмашкăн,
Кирлех унпа малтан сăмахлани.
Кĕрÿ мана леçсе хăварчĕ
Кăшт вăхăтран Нăрваш Шăхаль ялне.
Тахçантанпах унта пулманччĕ,
Пит çăмăл тупрăмăр вĕсен килне.
Пыратăп та утса, хам вĕçĕм
Шутлап кашни ярса пусмассерен:
«Пурах-ши, тетĕп, ман тивĕçĕм
Хайлав çырмашкăн халĕун çинчен?
Пултарăп-ши куçран пăхмашкăн
Пĕр вăтанмасăр, уçăмлăн, тасан?
Пĕр именмесĕр калаçмашкăн
Çитет-ши ман хăюлăхăм паян?»
Шкулта чухне тупа тăватпăр:
«Ялан асра юлать вĕрентекен!»
Анчах çулсем иртсен манатпăр
Чылай чухне эпир вĕсем çинчен.
Манатпăр çав, шута хумастпăр
Кам пилĕпе пурте çын пулнине.
Çынлăхпа тивĕçе туймастпăр,
Хăш калăппа ăна виçмеллине.
Калăп тени нумай виçеллĕ,
Темĕн-темĕн тĕрли те пур унта,
Чи кирлине çеç суйламашкăн
Пире ăс-тăн панă вĕсем шкулта.
2 пайĕ
Мана ăш-пиллĕн кĕтсе илчĕ
Ваçиль Михалч хăйĕн тĕп килĕнче,
Çемçе пукан лармашкăн сĕнчĕ
Вырнаçнă май вăл хăтлă залĕнче.
Эп ыйтрăм каласа памашкăн
Унран аса илсе хăй кун-çулне.
Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн
Вăл пăхрĕ питĕ тимлĕн ман çине.
Тÿрех чĕнмерĕ, шарламарĕ,
Ниçтан та пуçлаймарĕ-ха сăмах.
Тен, ĕлĕкхи пирки шутларĕ?
Пĕр хушă ларчĕ темшĕн шăпăртах.
Эп те пăхатăп-ха, кĕтетĕп,
Кĕтетĕп вăл мĕскер калассине.
Сывлăхĕ йăшнине аван сисетĕп,
Туяп çакна курсан ун сăн-питне.
3 пайĕ
Ĕçчен вăл пулнă, чунне панă,
Пыман нихçан кайри ретре,
Мĕн ĕмĕтленнĕ — пурнăçланă
Хăй маттуртан ялан ĕçре.
Ун ашшĕ тракторпа ĕçленĕ
Пулса пĕрремĕш тракторист,
Хурçă утне пит лайăх пĕлнĕ —
Ялти чăн-чăн специалист!
Ваççа та çамрăклах ĕçленĕ
Ашшĕпеле плугарь пулса,
Пуш вăхăтне вара ирттернĕ
Футбол, волейбол выляса.
Ашшĕ пек купăспа каланă
Алла илсе хăй тĕллĕнех,
Туйра, клубра унпа каланă,
Турри панах çав талантне.
Çакна часах ак асăрхаççĕ,
Ĕçе чĕнеç шкула ăна,
Юрă урок шанса параççĕ,
Ĕçле халь тавăрса çанна!
Шкулта ĕçленĕ чух пĕрлешнĕ
Кÿршĕ ялти медсестрапа,
Пĕрне-пĕри пит килĕштернĕ,
Пĕрле пулма пÿрнех шăпа.
4 пайĕ
Вăхăчĕ кăшт тупăнсанах
Вăл ярăнмашкăн пит юратнă,
Вара, укçа пуçтарсанах,
Çĕнĕ велосипед туяннă.
Ахаль велосипед та мар вăл —
Чăн-чăн спортра ус курмалли!
Мĕнле кунта эс çунатланмăн —
Ку йăлт малашлăха валли!
Спорт уйрăмĕ уçăлсанах
Канаш педучилищинче,
Кĕрет вăл пĕр чăрмавсăрах
Унта тытсан экзаменсем.
Малтан вĕренме кĕриччен
Икĕ ача пулнă вĕсен,
Алла диплом илнĕ чухне
Килет вĕççĕмĕш тĕнчене.
Хĕрлĕ диплом илсен алла
Вăл таврăнать тăван шкулах,
Ним шеллемесĕр вăй-халне
Йăлтах путать ĕç авăрне.
Ĕçĕ вара кунта тем чухлĕ,
Эс уншăн пĕртте ан хурлан.
Пурăннăçем хăвах-ха чухлăн
Мĕскер тумаллине аван.
5 пайĕ
Спорт инвентарĕпе пит чухăн
Пулнă шкулсем вăл вăхăтра,
Пит тăрăшсан çавах тупатăн
Майне-шывне çак пурнăçра.
Çитменлĕхе вара, калас-тăк,
Чылай тесен те йăнăш мар.
Пит сăнаса пăхас пулсассăн
Йăлтах куратăн — юнашар.
Хуçăлнă йĕлтĕрсем выртаççĕ
Сарайĕнче купаланса,
Кăшт юсасан вĕсем юраççĕ
Усă курма малтанласа.
Илемлĕхре хĕвел пур,- тенĕ
Мĕн авалтанах шур сухалсем.
Çав хĕвеле тупмашкăн пĕлĕр
Хупăрласан сăр пĕлĕтсем.
Василь Михалч малтан пуçтарчĕ
Велосипедлă ачсене,
Часах вара пуçарса ячĕ
«Тимĕр утçăсен» секцине.
Тепĕр ушкăн та йĕркелерĕ
Маттур, хастар йĕлтĕрçсенчен,
Кашни çулах çапла йыш ÿсрĕ,
Чап сарăлчĕ вĕсем çинчен.
Çул иртнĕçемĕн пуянланчĕç
Спорт инвентарĕпе шкулсем,
Çак питĕпысăк шанăç пачĕ
Тума пысăк çитĕнÿсем.
Василь Михалч спортсменĕсем
Çĕре яхăн — çÿллĕ шайра,
Тав сăмахне калаç вĕсем,
Ун ыр ятне тытаç асра.
Вăл халь 85-ре,
Пĕрех пуплет ĕç пиркиех,
Ун каннăçсăр чунне пĕрех
Тивĕçтермешкĕн хĕнтерех.
Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем
Ывăлпала ик хĕр ÿстернĕ,
Пĕлÿ илсессĕн ачисем
Мăшăрланса çемье тĕпленĕ.
Çичĕ мăнук халĕ вĕсен,
Кĕçĕн мăнук вара 15.
Савнăç кÿреç вĕсем куллен,
Пурнăçĕ тăтăр çеç хĕвеллĕ.
Çын пурнăçне ĕçпе виçеççĕ,
Чыс-хисепне те ĕçпелех,
Сума сăваççĕ, хисеплеççĕ
Пĕр ĕçпелех, пĕр ĕçпелех.
Ĕçченлĕх кирлĕ вăл таçта та:
Килте-и е шкулта — пĕрех,
Унпа çеç хăть кирек кама та
Пур май памашкăн хак тÿрех.
Анатолий ДМИТРИЕВ, Çĕньял ялĕ
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
