Сăмах Анат Туçа ялĕнчи Перепелкинсем пирки пырать. Малтанах вулавăшри ĕç стажне Клавдия Михайловна пуçланă. Каярахпа çак ĕçе Татьяна тата Надежда кÿлĕннĕ. Ăрăва малалла тăсакан Александр та библиотекăра вăй хунă. Ытларах Людмила Ильинична ĕçленĕ. Вăл çак ĕçе Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пикеннĕ.
Дипломлă специалист район центрĕнчи тĕп библиотекăна ĕçе вырнаçнă.
Çемьеллĕ пурнăç ăна çывăха куçма хистенĕ. Ача садĕнче воспитательницăра ĕçленĕ Людмила Зайцева. Унăн заведующийĕте пулнă вăл. Чунĕ вара библиотекăнах туртнă. Унта ĕçе куçнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех çакăнта ĕçленĕ. Вăл вăхăтра библиотека ялти клубра вырнаçнă. Кăнтăрла ачасем вулавăша çÿренĕ. Каç кÿлĕм аслăраххисем вулав залне тултарнă. Интереслĕ мероприятисем ирттерме те май пулнă. Çитĕнекен ăру ытларах викторинăсене кăмăлланă. Ÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăннă. Аслисем вара чăваш çыравçисен кĕнекисене кăмăлланă. Вулакансен конференцийĕсене хутшăннă. Маларах кунта ĕçленĕ Валентина Перепелкина сахал мар ырă канаш панă. Зоя Плешкова, Мария Киргизова тата ыттисем çĕнĕ кĕнекесем килессе кĕтсех тăнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та библиотекăна çÿреме пăрахман Людмила Ильинична. Ун вырăнне юлнă Лидия Платоновăна кирлĕ сĕнÿсем панă. Вулавăш ирттерекен мероприятисенчен пĕринчен те пăрăнман. Мăнукĕсене те библиотекăна çул хывма хăнăхтарса пырать вăл. Çакна Лидия Семеновна юбиляр (70 çул) ячĕпе хатĕрленĕ электронлă презентаци те çирĕплетет.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
