Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче «Асам» фестивалĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Унта Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата муниципалитет округĕсен представителĕсем, жюри членĕсем, шкул директорĕсем, театрсен ертÿçисем, çамрăк артистсем хутшăннă.
Фестиваль Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарăвĕпе иртет.
Шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ пиншер ача тата куракан чĕрине тыткăнлать. Ăна виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Çулленех унăн йышĕ хутшăнса пырать. Республика культурине яр уççăн çутатакансен ăсталăхĕ те ÿсет.
Кăçалхи сезона Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă. Çакă фестиваль пĕлтерĕшне тата та ÿс-
тернĕ. Театр искусстви ачасене чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнтерес ĕçре пысăк витĕм кÿрессе шансах тăрас килет.
309 шкулти 4000 ытла вĕренекен 300 ытла витĕмлĕ спектакль лартнă. Артистсем пурнăçра кирлĕ ăсталăха алла илесси куç кĕретех. Çакă вĕсенче упранса юлтăр, малалла та аталантăр.
Лауреатсене сумлăн чысланă. Лайăхран лайăххисем вара «Çутă каç» тата «Эпĕ — вырăс» спектакльсем пулнă, вĕсене хавхалантармашкăн 500 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
«Культура ĕçченĕсем, режиссерсем, вĕсене ертсе пыракансем тав сăмахне тивĕç. Вĕсем «Асам» малалла аталанса кайтăр тесе мĕн кирлине тума тăрăшаççĕ. Унта хутшăнакан ачасен йышĕ ÿснĕçем ÿссе пытăр»,— тенĕ Олег Николаев.
Пирĕн муниципалитет округĕн чысне Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсен «Радуга» çамрăк артистсен ушкăнĕ «Василий Теркин» спектакльпе (ертÿçи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Кольцова) хÿтĕленĕ.
11 класра вĕренекен Филип Сидорова «Чи лайăх арçын ролĕ», Алексей Краснова «Чи лайăх харизматикла актер» номинацисенче çĕнтернĕшĕн саламламалăх пур.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
