Раҫҫей паттӑрӗсемпе тӗл пулнӑ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:17 Просмотров: 123

Нумаях пулмасть Туҫари вӑтам шкула Патӑрьел округӗнчи юнармеецсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак мероприяти ачасене ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парас тӗллевпе Дмитрий Осипов выпускник пуҫарӑвӗпе, "Ҫӑлтӑр"ҫарпа патриотизм курсӗсем" клубӑн инструкторӗсем пулӑшнипе йӗркеленчӗ.

   Паттӑрлӑх урокне чӑн-чӑн паттӑрсемпе СВО участникӗсен амӑшӗсене те йыхравларӗҫ. Сумлӑ хӑнасем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Раҫҫей паттӑрӗ Евгений Борисов, ЧР ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем – 3 паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин гварди капитанӗпе Дмитрий Осипов гварди майорӗ, А.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн воспитателӗ Алексей Башмаков аслӑ лейтенант тата ыттисем пулчӗҫ (сён \керч.кре т.л пулу саманч.)?

     "Ҫӑлтӑр" клубӑн инструкторӗсем калаҫу ирттерчӗҫ, хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем тӑрӑшнипе ачасем ҫар хатӗрӗсене куҫпа курса, алӑпа тытса пӑхма пултарчӗҫ.

     Ҫакӑн йышши мероприятисем йӗркелени – ҫӗршывӑн пуласлӑхне инвестици хывни. Ҫӗршыва юратма, кирлӗ пулсан ӑна хӳтӗлеме ҫынсем хатӗрлесси, патриотсене ҫитӗнтересси пӗрлехи тивӗҫ.

Надежда Осипова

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика