Ачаранах ăста çитĕнеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:13 Просмотров: 128

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче пĕрремĕш хут «Юрла, выля, эс чунăм» фестиваль-конкурсăн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртнĕ. Унăн малтанхи тапхăрне çитĕнекен ăру видеоматериалсем ярса парса хутшăннă. Тÿресем вĕсен пултарулăхне. хакланă. Лайăх номерсем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнисем, хăйсен ăсталăхне сцена çинче кăтартнă.

Пурĕ 18 номер пулнă концертра. Унта фортепианăпа калакансем, пĕччен юрлакансем тата хорсем те тупăшнă. Чăваш, вырăс, тутар халăх юррисем черетленсе шăраннă.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем тата пылак парнесем парса чысланă.

Пултаруллă ачасем çитĕнни савăнтарать. Тепĕр çул конкурса хутшăнакансен йыш тата ÿсессе шанас килет.

Проекта ăсталăх шкулĕнче ĕçлекен Наталия Ильинапа Галина Рубцова вĕрентекенсем йĕркелесе янă.

Наталья ЛАВРЕНТЬЕВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика