Тивĕçлĕ вĕсем тав сăмахне

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:10 Просмотров: 117

Аннесен уявĕ умĕн муниципалитет округĕнче Тăван çĕршывăн интересĕсене хÿтĕлесе Украинăри ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ ентешĕмĕрсен амăшĕсене чысларĕç. Çывăх çыннăмăрсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков саламларĕç.

«Эсир чăн-чăн паттăрсене çитĕнтернĕ. Сирĕн умăрта пуç таятпăр»,— терĕ Фениль Ансарович.

Çавра сĕтел хушшинче калаçса ларнă май амăшĕсем ывăлĕсене аса илчĕç, вĕсен паттăрлăхĕ кашнин чĕринче упраннине каларĕç. Йывăр вăхăтра хăйсем патне тимлĕх уйăракансене салтак амăшĕсем тав турĕç.

Республикăри салтак амăшĕсене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламланă. Унта пирĕн округри салтак амăшĕсем те хутшăннă.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика