2026 çул — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:06 Просмотров: 140

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче 2026 çула «Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ» тесе ят панă. Чăваш Енре пурăнакансем ытларах çак вариантшăн хăйсен сассине панă.

Чăваш Ен — тĕрлĕ наци халăхне, вĕсен йăли-йĕркине пĕрлештерсе тăракан республика. Пирĕн Чăваш çĕршывĕнче пурăнакан кашни çын пысăк та туслă çемьере пулнине туйса, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе тăтăр. Çакăнта пирĕн вăй, аталану çул-йĕрĕ. Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ республикăра культура, вĕрентÿ, спорт мероприятийĕсене тата хастартарах ирттерме, тĕрлĕ наци халăхĕн йăли-йĕркине, чĕлхе историне, культурине тĕплĕнрех пĕлме май парĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕ — нумай нациллĕ Чăваш Енĕн пĕр пайĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те чăваш, вырăс, тутар, ирçе халăхĕ мĕн ĕлĕкренпех туслăн пурăнать. 2026 çулта «Авангард» хаçат страницисенче «Халăхсен туслăхĕн çулталăкне» халалланă статьясем тата ытларах пичетленĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика