ГТОн Пĕтĕм Раççейри рейтингĕпе ТОП-5 йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:04 Просмотров: 113

Чăваш Ен ГТО комплексне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри рейтингра 5-мĕш вырăнта.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ГТО комплексне малалла аталантармалли тĕллевсене палăртнă. Малашнехи виçĕ çулта Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне пурнăçа кĕртме палăртнă Указĕпе килĕшÿллĕн тепĕр 16 площадка тумалла.

«Чăваш Енре эпир ГТО комплексне хастар аталантаратпăр. Çак программăна мĕн пурĕ 420 пин çын явăçнă, вĕсенчен 180 пин хастар нормативсене тултарса знаксем илме тивĕçнĕ. Республикăра паянхи кун тест ирттермелли 31 центр ĕçлет, малашнехи çулсенче тепĕр 16 площадка уçатпăр. Çак ĕç патне системăллă пыратпăр, инфратытăма аталантарассипе тата сывă наци валли çирĕп никĕс тăвассипе ĕçлетпĕр»,— çапла палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Патăрьел муниципалитет округĕнче те спортпа тата физкультурăпа кăсăкланакансен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен сывлăхне çирĕплетме, ГТО нормативĕсене тултарма площадкăсем çителĕклĕ. Вĕсенчен пĕри — «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕ.

 

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика