Çул-йĕр правилине пăхăнманни инкек патне илсе çитетрет

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:02 Просмотров: 118

АВТОМОБИЛЬ рулĕ умне ларса çула тухакан водитель кирек мĕнле васкасан та çул-йĕр правилине пăхăнмаллах, унсăрăн инкек синкерлĕ те вĕçленме пултарать. Çак кунсенче çеç, акă Патăрьел муниципалитет округĕнчи А-151 аслă çулăн 88-мĕш çухрăмĕнчи çулсем хĕресленнĕ вырăнта авари пулнă. Иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ çултан тухакан «Шкода Октавия» автомобиль водителĕ çул-йĕр правилине пăхăнса тĕп çулпа пыракан «Хендей Крета» автомобиле ирттерсе яман. Юрать-ха, пăтăрмах синкерлĕ вĕçленмен. Аваринче шар курнă «Шкода» водительне сурансемпе сиплев учрежденине леçнĕ. Медицина анализĕ икĕ водитель те эрех ĕçменнине çирĕплетнĕ. Пĕр водитель йĕркене пăхăнса теприне çул паманшăн чутах пысăк инкек сиксе тухман! Васкакан вакка сикме çеç те мар, пысăк инкек, çухату тÿсме те пултарать. Çул-йĕр правилине пăхăнмалли йĕрке кашни водительшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика