Раштавра 23 мăшăр çемье çавăрнă
Категория: Публикации
Опубликовано: 05.12.2025, 09:01
Просмотров: 106
ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем декабрь уйăхĕнче нихçанхинчен ытларах 50, 55, 60 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене юбилейлă туй ячĕпе саламлаççĕ.
Еншикри Алексейпе Валентина Филипповсем, Шăнкăртамри Эмирпа Флизе Шамсутдиновсем, Мансурпа Гельбану Велиулловсем, Абзалтдинпа Гельчечек Велиулловсем, Патăрьелĕнчи Юрийпе Вера Елистратовсем, Владимирпа Людмила Енилинсем, Иванпа Валентина Казаковсем, Николайпа Елизавета Ларионовсем, Красномайскинчи Петрпа Галина Зиминсем, Виталийпе Людмила Мышовсем, Кзыл Чишмари Асхатпа Гальфия Сейфутдиновсем, Алманчăри Петрпа Вера Киргизовсем, Кивĕ Катекри Фердинантпа Людмила Никитинсем, Тутар Сăкăтри Фиргалипе Гельфаруза Незметдиновсем, Хайдерпа Хальберия Сабитовсем, Аслă Чементи Сергейпе Елена Капитоновсем, Тăрăнти Владимирпа Людмила Угасевсем, Петрпа Галина Самакинсем ылтăн, Тутар Сăкăтĕнчи Гильметдинпа Меуледа Козловсем, Тăрăнти Василийпе Лидия Петровсем, Патăрьелĕнчи Василийпе Татьяна Емелинсем изумруд, Шăнкăртамри Тауфикпа Миниседя Юсуповсем, Çăл Атăкри Христофорпа Зинаида Егоровсем бриллиант туйĕсене паллă тăвĕç.
Раштавра çемье çавăрнă 23 мăшăр та вăхăтĕнче районăн тĕрлĕ сферинче тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, хисеплĕ ĕç ветеранĕсем.