Первомайски вăтам шкул спорт залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, Чă-ваш Республикин Президенчĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, «Первомайск» тата «Малалла» хуçалăхсен председателĕ пулнă Михаил Петрова асра тытса виççĕмĕш хут ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Чă-ваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Андреев, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров тата Патăрьел ентешлĕхĕн представителĕсем саламланă.
Мала тухассишĕн Улатăр, Вăрнар, Патăрьел муниципалитет округĕсен тата Тутарстан Республикин 65 спортсменĕ тупăшнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсене, дипломсене, кубоксене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
