Ĕçне кура — чысĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 11:15 Просмотров: 67

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьелĕнче пурăнакан Николай Лукиянов ÿнерçе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ» ят пани çинчен Указа алă пуснă.

Тăрăшуллă ĕçпе чыса тивĕçнĕ Николай Михайлович. Ÿнерçе чылайăшĕ сас-хурапа мар, илĕртÿллĕ ÿкерчĕкĕсемпе пĕлеççĕ. Шухăша яракан пейзажĕсем, хĕвел çутиллĕ натюрморчĕсем, паллă çынсен сăнĕсем чĕррĕн курăнаççĕ.

Николай Лукиянов 1957 çулхи кăрлач уйăхĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Йошкар-Олари ÿнер училищинчен вĕренсе тухсан Патăрьел ялне килсе кунта ĕçе пуçăннă. Живопиçпе дизайнера пĕрле илсе пынă. Çурт-йĕрсен интерьерне, урам лапамĕсене сăн кĕртме тăрăшнă. Ĕçе тĕрлĕ мелпе пурнăçланă. Ÿкернисĕр пуçне йывăçран япаласем касса кăларнă. Гипсран хытарса «чун кĕртмелли» заказсем йышăннă.

Ÿнерçĕ ĕçĕсем Мускаври Швеци, Япони посольствисен, Домодедово аэропорчĕн интерьерĕсене илем кÿнĕ. Хусан епархийĕ валли нумай кÿлепеллĕ композици хатĕрленĕ.

Ÿнерçĕ ăсталăхне пула 2010 çулта Фетхи Бурнаш ячĕллĕ преми лауреачĕ пулнă.

Ĕçлĕ пурнăçĕн ытларах пайне Николай Михайлович живопиçе уйăрнă. Тăван тавралăх илемне тĕрлĕ сăрăпа сăрланă. Чăваш ялĕсен сăн-сăпатне уççăн кăтартнă. Ÿкерчĕкĕсенче ирхи тĕтрене те, каç сĕмлĕхне те, хĕллехи сивве те, кĕрхи пылчăка та, çурхи чĕрĕлекен çут çанталăка та яр-уççăн курма пулать. «Хĕллехи çул», «Вăрман çулĕ»... ытти ĕçĕсенче ура айĕнче юр кăчăртатни, хăрăк-турат шатăртатни те илтĕнет тейĕн.

Ÿкерчĕкĕсенче ытларах лашана «чун кĕртме» тăрăшнă вăл. Унсăрăн ял пурнăçĕ кичем. Натюрмортсенче тухăçлă çитĕннĕ вăрман кăмпи, уй-хирти тата пахчари чечексем, виноград çупкамĕсем... илĕртнĕ. Вĕсене курсан епле чун савăнмĕ-ха?

Çынсен сăнĕсене уйрăмшарăн та, ушкăнпа та ÿкернĕ. Халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса историе тĕрлĕ тĕспе çырса хăварнă. Пир çине ăсталанăскерсем, хăйсен пахалăхне те çухатмаççĕ.

Николай Лукиянов куравсене 1985 çултанпа хутшăнать. Унăн ĕçĕсене Патăрьелĕнче (1987, 1994, 1998 çулсенче), Шупашкарта (2000, 2015, 2017, 2024), Комсомольскинче (2001), Шăмăршăра (2002), Елчĕкре (2004), Йошкар-Олара (2017), Пăвара (2024) йĕркеленĕ куравсенче курма май пулнă.

Николай Михайлович Раççей тата Чăваш художникĕсен канашĕн членĕ.

Пурне те тума ĕлкĕрнĕ пурнăçра ÿнерçĕ. Мăшăрĕпе капмар çурт лартнă. Пахча тулли çимĕç паракан йывăç-тĕм ÿсет. Виçĕ хĕрĕ пурнăç çулĕ çине тăрса çемье çавăрнă. Ăрăва малалла тăсакансем те пур.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

 

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика