«Артекра» пулса курни асран тухмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 11:04 Просмотров: 79

Юлашки вăхăтра районти шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсен вĕрен\ри, спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Хура тинĕс хĕрринче канмалли путевкăсене тивĕçнине тăтăшах илтме пулать. Çак кĕркунне Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Дарья Краснова та «Артекра» пулса курчĕ. Даша – пултаруллă хĕр ача, вĕренÿре питĕ аван ĕлкĕрсе пырать. Спортпа та туслă вăл, тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусене, конкурс-фестивальсене хутшăнать, çĕнтерет. Пултарулăхне кура çитĕнÿсем туни ĕнтĕ çамрăка Хура тинĕс хĕрринче, тĕлĕнмелле илемлĕ çĕрте вырнаçнă «Артек» лагерьте пулса курма, канма май панă та ĕнтĕ.

Хĕр пĕрчинчен маларах унăн аппăшĕ Настя асăннă лагерьте икĕ хут пулса курнă. Вăл каласа панисене çăвар карса итленĕ йăмăкĕ. Ун чухнех çак ĕмĕт тĕвĕленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланасса питĕ кĕтнĕ. Акă пурнăçланнă та. Мĕнле телей!

«Артек» – пĕтĕм халăхсем хушшинчи тĕлĕнмелле чаплă, 150 çĕршыва пĕрлештерекен ачасен кану учрежденийĕ. Кăçал вăл çĕр çулхи юбилейне паллă турĕ. Пĕр ĕмĕр хушшинче 1 803 720 ача пулса курнă çак паллă вырăнта, тата миçен ĕмĕтленет пулĕ? Центрти 9 тĕрлĕ лагерь çулталăкра 15 смена йĕркелет, кашнинчех 4 пине яхăн ача 21 кун канать. Кашни сменăн хăйĕн ячĕ, тематика. Даша Краснова лекнĕ «Речной» лагерĕн 12-мĕш смена ячĕ «Раççей _ манăн Тăван çĕршыв» ятлă пулнă. Лагерьте тата темиçе отряд. Даша хăйĕн тусĕсемпе «Морской» отряда лекнĕ. 33 хĕрпе каччă кашни куна туслă, килĕштерсе, кăсăклă ирттернĕ. Пĕр кун та тунсăхлă, пушăлла иртмен, кашни кун хăйне евĕр пулнă. Ачасем вăхăтпа туллин усă курма тăрăшнă. Çĕннине пĕлме тăрăшнă. Кашни япалапа кăсăкланнă, пĕлменнине вожатăйсенчен ыйтнă.

«Артек» территорийĕ питĕ пысăк пулнăран ун территорийĕпе ачасене автобуспа илсе çÿреççĕ. «Артек» – хăйĕн йăли-йĕркипе пурăнакан пĕчĕк тĕнче. Унта курса тĕлĕнмелли, пĕлмелли нумай. Лагерьти ачасем тĕрлĕ музейра пулса курни, илĕртÿллĕ тинĕс тĕнчипе паллашни тавракурăма пуянлатнă çеç. Унсăр пуçне Севастополь хулинче, хăй вăхăтĕнче иккĕмĕш Николай патша хăйĕн çемйипе каннă Ливади керменĕнче пулса курнине каласа парать Даша. «Крым çурма утравĕ тăрăх курса ç\ренипе пĕрлех эпĕ каннă лагерьте тем тĕрлĕ кăсăклă, хаваслă, асра юлмалла мероприятисем, конкурссем, тĕрлĕ паллă çынсемпе тĕл пулусем иртрĕç, – аса илет вăл. – Ташлама, юрлама вĕрентĕмĕр, спорт мероприятийĕсене, ăмăртусене хутшăнтăмăр. Хамăн отрядри ачасемпе пĕрле эпĕ тинĕс тĕввисене çыхма, канат туртма, ялав семафорĕн паллисене «вулама» наччасрах вĕрентĕм, тĕп-тĕрĕс пĕр йăнăшмасăр кăтартса патăм, тинĕс юррисене шăрантартăм. Унтан кашни зачетсем патăмăр, уçă тинĕсе тухма ирĕк паракан сертификата тивĕçрĕмĕр... Дарья шлюпка командирĕ пулнăран тата та хытă хĕпĕртенĕ. Çанталăк пăсăлнă вăхăтра тинĕсе кăларман, çанталăк лайăхлансан вĕсем шлюпкăсемпе тинĕсре уçăлса çÿренĕ, «Аладары» чул хысакĕсем патнех çитнĕ, унти сайра тĕл пулакан кайăксене сăнанă, тинĕсре дельфинсем сикнине курса савăннă. Аю-Даг тăвĕ – лагерĕн тĕп символĕ, ун çинче пулса курни, кашни кунах пилĕк хут тутлă апат çитерни те Дашăн кăмăлне кайнă. Кĕркунне сивĕрех пулнипе тинĕсре шыва кĕме чарнă, бассейнра вара тăраничченех чăмпăлтатнă ачасем.

Отрядпа та, вожатăйсемпе те питĕ кăмăллă Дарья. Вĕсемпе хуть те мĕн çинчен те калаçма май пулнишĕн савăнать. «Маншăн «Артекри» «Речной» лагерь пысăк кил-çурт пек пулчĕ, вожатăйсемпе отрядри ачасем – туслă çемье пек. Тĕрĕссипе, унтан таврăнас та килмерĕ, – кăмăлне уçать хĕр. – Хура тинĕс хĕрринчи «Артекра» пулса курни нихăçан та асран тухмĕ. Май килсен, вăл тăрăхра хаваспах татах пулса курма хатĕр».

Паллах, çĕнĕ çĕрте пулса курни, çĕнĕ юлташсем тупни хуть те камăн чунне те çĕклет, малашлăха çĕкленÿллĕ кăмăлпа пăхма хистет.

Светлана Кулакова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика